Чӑваш кӗнеке издательствинче ҫӗнӗ ҫул тӗлне 16 вӗренӳ кӗнеки хушма тиражпа пичетленнӗ. Пӗлтӗр Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ вӗрентӳ учрежденийӗсенче тӑван чӗлхе, литература тата культурипе историне вӗрентме вӗренӳ кӑларӑмӗсем ҫителӗклине тишкернӗ. Унта республикӑри 328 вӗренӳ учрежденийӗ хутшӑннӑ. Ҫак тишкерӳ кӗнекесем ҫитменнине кӑтартса пачӗ. Вӗренӳ кӗнекисен ҫӳлӗкӗ 800-тен пуҫласа 6600 экземпляр таран пуянланнӑ.
Тӑван (чӑваш) чӗлхипе тӗп пӗлӳ паракан вӗренӳ организацийӗсем валли А.А. Ермошкинӑпа Н.Н. Черновӑн 1-мӗш класс валли «Чӑваш азбуки», 5-мӗш классем валли Л.П. Сергеевӑн, Е.А. Андреевӑн, Г.Ф. Брусовӑн, ҫиччӗмӗшсем валли Ю.М. Виноградовӑпа Л.Г. Петровӑн «Чӑваш чӗлхи» вӗренӳ кӗнекисем кун ҫути курнӑ.
«Тӑван литература» кӑларӑм та тепӗр хут пичетленнӗ. 5-мӗш, 6-мӗш классем валли (авторӗ тата хатӗрлекенӗ ‒ Н.Г. Иванова), ҫиччӗмӗшсем валли (авторӗсем тата пухса хатӗрлекенӗсем ‒ Н.И. Степановӑпа П.Н. Метин) «пиҫсе тухнӑ».
Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, вырӑсла вӗрентекен чылай шкулта Г.В. Абрамовӑн «Чӑваш чӗлхи» вӗренӳ кӗнекипе усӑ кураҫҫӗ, ӑна автор ансат чӗлхепе ҫырнӑ, уроксене темӑсем тӑрӑх пайланӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗ Юрий Виноградов педагог, филологи наукисен кандидачӗ, доцент 75 ҫул тултарнине халалласа «Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентнин ӑслӑлӑх никӗсӗ» ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ ирттернӗ.
ZOOM хушӑм урлӑ йӗркеленӗ ӑслӑлӑх канашлӑвне Чӑваш, Тутар, Пушкӑрт республикисенчен, Чӗмпӗр, Самар облаҫӗсенчен наука ӗҫченӗсем, аслӑ тата ятарлӑ вӑтам пӗлӳ паракан преподавательсем, чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсем, вулавӑш ӗҫтешӗсем, тутар, пушкӑрт, ирҫе чӗлхи вӗрентекенсем, учительсен пӗлӗвне ӳстерекен институт преподавателӗсемпе методисчӗсем, студентсем хастар хутшӑннӑ.
Конференцие Чӑваш Республикин вӗренӱ институчӗн ректорӗ Юрий Исаев уҫнӑ, вӑл ӑслӑлӑхра тата вӗрентӳре Ю.М. Виноградовӑн тӳпи пӗлтерӗшлӗ пулнине пысӑк хак панӑ, Юрий Михайлович вӗрентекенсен вӗрентекенӗ пулнине палӑртнӑ.
Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствин тӗп специалисчӗ Ирина Степанова, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн филологи енӗн ертсе пыракан ӑслӑлӑх ӗҫтешӗ Алевтина Долгова, Чӑваш наци конгресӗн вӗренӳ комитечӗн ертӳҫи Геронтий Никифоров ӑшшӑн саламланӑ.
Чӑваш Республикин Вӗренӳ институтӗнче «Тӑван (чӑваш) чӗлхепе литературӑна вӗретмелли методика» программӑпа професси енӗпе тепӗр пӗлӳ илекенсен стажировки иртнӗ.
Стажировкӑна этнокультура вӗренӗвӗ кафедрин доценчӗ Анна Егорова ертсе пынипе ZOOM хушӑм урлӑ йӗркеленӗ.
Мероприятие вӗренӳ пособийӗсен авторӗсем хастар хутшӑннӑ. Шупашкар районӗн Кӑшавӑш шкулӗн вӗрентекенӗ Евгений Майков тата Йӗпреҫ поселокӗн 2-мӗш шкулӗн вӗрентекенӗ Алена Ядрицова чӑваш сӑмахлӑхне шкулта вӗрентес вӑрттӑнлӑхсемпе паллаштарнӑ.
Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫавӑн пекех Хӗрлӗ Чутай районӗн Мишеркасси шкулӗн вӗрентекенӗ Светлана Храмова, Шупашкар хулин хавшак сывлӑхлӑ ачасен 2-мӗш шкулӗнче вӑй хуракан Ирина Матьянова, Шупашкар хулин 33-мӗш шкулӗн вӗрентекенӗ Ирина Диарова, Патӑрьел районӗн Сӑкӑт тата Туҫи шкулӗсенче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен Валентина Яковлевӑпа Надежда Кудряшова,
Елчӗк районӗн Аслӑ Елчӗк шкулӗн вӗрентекенӗ Любовь Адюкова, Элӗк районӗн Чӑваш Сурӑм шкулӗнче вӑй хуракан Алина Петрова хӑйсен ӗҫ опычӗпе паллаштарнӑ.
Республикӑри Вӗренӳ институчӗпе Шупашкарти Г.Н. Волков ячӗллӗ 62-мӗш вӑтам шкул Г.Н. Волков академика халалласа «Хавхалану» фестиваль-конкурс кӑҫал та ирттернӗ. Кӑҫал ҫак фестиваль-конкурсра 407 ӗҫ пӑхса тухма тивнӗ. Конкурса йӗркелекенсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫакӑ конкурс ҫулран-ҫул вӑй илсе аталанса пынине ҫирӗплетет.
Аслӑ Елчӗкри Г.Н. Волков ячӗллӗ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулти 5-мӗш класс ачисем (ертӳҫи — Л.Г. Адюкова) ҫак фестиваль-конкурсра «Г.Н.Волков хайлавӗсен сцена ҫине тухнӑ чи лайӑх курӑмӗ» номинацинче 2-мӗш вырӑна тухма пунӑ.
Авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ «Вырӑс чӗлхиллӗ шкулсенче республикӑн пӗрлехи экзаменне мӗнле ирттермелле?» ҫавра сӗтел ирттернӗ. Кун пирки вӑл паян пӗлтернӗ.
ZOOM хушӑм ирттернӗ ӗҫлӗ калаҫура Чӑваш, Пушкӑрт тата Тутар республикисенчи вырӑс чӗлхиллӗ шкулсенче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсем хутшӑннӑ.
Ҫавра сӗтелте этнокультура вӗренӗвӗ кафедрин доценчӗ Анна Егорова ертсе пынипе республикӑн пӗрлехи экзаменӗн пӗлтерӗшӗ ҫинчен калаҫнӑ, экзамен ирттермелли формӑсене сӳтсе явнӑ.
Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫлӗ тӗлпулу усӑллӑ та тухӑҫлӑ иртнӗ.
Чӑваш Республикин Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви Вӗренӳ институчӗпе пӗрле «Хунав» фестиваль-конкурса килнӗ ӗҫсене хакласа пӗтӗмлетнӗ. Унта шкулчченхи вӗренӳ организацийӗсене ҫӳрекен ачасенэм хутшӑннӑ
Фестивалӗн республика тапхӑрне район е хула шайӗнче ҫӗнтернӗ ачасем пурӗ 62 номерпе хутшӑннӑ.
Фестиваль-конкурс 3 номинаципе иртнӗ: «Илемлӗ чӑваш юрри», «Асамлӑ юмах тӗнчи», «Янра, сӑввӑм, хыттӑнрах».
Тӳресем конкурс ҫӗнтерӳҫисемпе призёрӗсене палӑртнӑ.
Дипломсемпе сертификатсем каярах пулассине хыпарланӑ. Вӗсене хӑҫан пырса илесси ҫинчен Чӑваш Ресӑубликин Вӗренӳ институчӗн сайтӗнче пӗлтерӗҫ.
Нумай вӑхӑт чирлесе выртнӑ хыҫҫӑн Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ, Раҫҫей Федерацийӗн пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ Мария Печникова вилсе кайнӑ. Вӑл Раҫҫей Президенчӗн тата Чӑваш Республикин Президенчӗн гранчӗсен ҫӗнтерӳҫи пулнӑ. Шупашкар хулин 50-мӗш шкулӗнче 30 ҫул ытла ӗҫленӗ. Шкул учебникӗсемпе методика пособийӗсен авторӗ пулнипе палӑрнӑ.
Чӑваш Ен Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Мария Николаевна 1961 ҫулхи январӗн 8-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Эйпеҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ.
Вӑрнар районӗнчи Ҫӗрпел вӑтам шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури учителӗнче, Хирпуҫ пуҫламӑш шкулӗн заведующийӗнче, пуҫламӑш класс учителӗнче ӗҫленӗ.
1989 ҫултан пуҫласа Шупашкар хулин 50-мӗш вӑтам шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентнӗ.
Чӑваш литературин классикӗ К.В. Иванов ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитет. Вӑл 1890 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче хальхи Пушкӑртстанри Пелепей районне кӗрекен (ун чухне Ӗпхӳ кӗпӗрнин Пелепей уесӗнче пулнӑ) Слакпуҫӗнче ҫуралнӑ. Константин Иванов чӑваш литературин кӑна мар, тӗнче литературин классикӗ. Вӑл ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине хӑй вӑхӑтӗнче ЮНЕСКО шайӗнче паллӑ тунӑ.
Поэт ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитнине халалласа Чӑваш Республикин Вӗренӱ институчӗ «Ҫакӑ ҫутӑ тӗнчере …» акци ирттерет. Вӑл ҫу уйӑхӗн 20-29-мӗшӗсенче пулассине пӗлтернӗ. Акцие кирек кам та хутшӑнма пултарать: видео е фото ӳкерсе К.В. Иванов хайлавӗсенчи йӗркесене ҫырса хумалла та #ҫакӑҫутӑтӗнчере тата #чрио хештегсемпе Интернетри хутшӑну тетелӗсене (социаллӑ сетьсене) вырнаҫтармалла.
Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗн ректорӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Юрий Исаев «Виҫ кӗтеслӗ ҫырусем — Письма с фронта» кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ.
Кӗнекене фронтран янӑ ҫырусем тата сӑнӳкерчӗксем кӗнӗ. Документлӑ ӗҫе Петр Димитриевич Фомин ефрейторӑн, Василий Иванович Иванов лейтенантӑн тата Иван Федорович Чекушкинӑн виҫ кӗтеслӗ ҫырӑвӗсем кӗнӗ. Вӗсем пурте — Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн вӑрҫинчен пӗри те таврӑнайман.
Кӗнеке валли материалсене хатӗрлессипе автор ҫулталӑк хушши тӗплӗн ӗҫленӗ. Сарӑхнӑ хут ҫинчи паха ҫырусене Юрий Исаев пӗр ҫӗре пухнӑ.
«Кашни ҫырура — ҫынсем чуна уҫни, вӗсен телейӗ, юратӑвӗ, ҫепӗҫлӗхӗ, килте юлнисемшӗн пӑшӑрханни, ҫӗнтерӗве шанни», — тенӗ Юрий Исаев.
Иркутск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен «Юлташ» наципе культура автономийӗн ертӳҫи Вероника Тимофеева «Тӑван сӑмах – халӑх хӑвачӗ» регионсем хушшинче ӑслӑлӑхпа практика конференцине хутшӑннӑ. Ӑна Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ кӑҫал пуҫласа ирттернӗ. Конференцие Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.
«Тӑван сӑмах – халӑх хӑвачӗ» ятпа йӗркеленӗ мероприятие чӑваш чӗлхине упраса хӑварас, ӑна сарас тӗллевпе йӗркеленӗ.
Вероника Тимофеева «Чӑвашлӑхра пуянлӑх тупӗҫ мӑнуксем» темӑпа сӑмах илнӗ. Унта вӑл Иркутск тӑрӑхӗнче чӑваш культурине сарас тӗлӗшпе Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗпе пӗрле килӗштерсе ӗҫлени ҫинчен хавхаланса каласа кӑтартнӑ. Кун пирки вӑл Фейсбукра хыпарланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.10.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 765 - 767 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Николаева Юлия Фёдоровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Бикулова Мария Григорьевна, чӑваш драма актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Григорьев Николай Федорович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |